назв. обряда. Альш. Ирхине тăрсан, çĕнĕ-çынни питне-куçне çăват та, хĕрсеммипе çĕнĕ çын шывĕ пуçлама каяççĕ. Унта темĕн чухлĕ ача-пăча пухăнат: курма пыраççĕ. Вĕсем каяççĕ пусă кутне. Кĕвентипе витрисене пусă кутне хĕрсемми çĕклесе пырат. Пусă кутне çитсен, хĕрсемми витрисене лартат та, шыв аса-ăса парат витрепе. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. Унтан шыв тултарнă витрене виçе хутчен (виçĕ витре) тапа-тапа йăвантарса ярат — шыва тăкат. Унтан хĕрсемми тата икĕ витрине те шыв тултарат та, кĕвентисене çаклатса, ку çĕнĕ-çынна тыттарат. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Вара çĕнĕ-çынни кĕвентепе шыва йăтат та, каллах хĕвел тухăçнелле тăкса виçĕ хутчен çăкăнат. Унтан вара каяççĕ килнелле. Шыв ăсма аяккарах каяççĕ, килти пусран ăсмаççĕ. Урамра ват çын пынине курсан, çĕнĕ-çын чарăнат та, çав çын еннелле пăхса, çекленĕ шывĕпех виçĕ хутчен çăкăнат. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытат-хуплат. Лешĕ ăна хирĕç чарăнат та: аслă çын пул, тет. Явлăкне ăна пĕркенчĕк пăрахсанах параççĕ, вăл вара килте те çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен çапла тытса çӳрет. Хапхаран кĕнĕ чух, унтан тата пӳрте кĕрсен, урай варрине тăрса, виçшер хут çăкăнат. Хуняшшĕпе хунямăшĕ, пӳрт урай варринче çăкăннă чух: аслă çын пул, аслă çын пул, тесе лараççĕ. Витрисене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ. Хунямăшĕ пымас унта.
Çавăн пекех пăхăр:
Çĕнĕ Якаль Çĕнĕ-çотă çĕнĕ-çын çĕнĕ-çын салми « çĕнĕ-çын шывĕ пуçлани » çĕнĕ-атте Çĕнĕ-Вĕренер Çĕнĕ-Епеç Çĕнĕ-Йĕлмел Çĕнĕ-Кавал